Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Кахалшӑн ҫӗр кӗске, ӗҫченшӗн кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Шавли сасси ӗмӗр шавлатӑр

Тавтапуҫ сана, тӗнче,
Кӑмӑла чӗртнишӗн.
Санӑн вилӗмсӗр сӑнна
Куҫӑмсем курнишӗн!

Тав сана, ӳпке тулли
Ҫӑмӑл сывланишӗн,
Сӑвӑсем ҫырма чӗре
Пиллесе панишӗн! —

ҫырнӑ Чӑваш халӑх поэчӗ Стихван Шавли хӑй вӑхӑтӗнче. Маттур та пултаруллӑ, таса чунлӑ та ырӑ кӑмӑллӑ пулнӑ теҫҫӗ ӑна астӑвакансем. «Тӗрӗсмарлӑха асӑрхасан куҫ хупса айккинчен пӑрӑнса утакан йышши те марччӗ Стихван Шавли», — теҫҫӗ. Кирлӗ тӗк кам камне пӑхса тӑмастчӗ: ятлӑ ҫын-и, ҫемҫе пукан ҫинче лараканскер-и. Петӗр Хусанкайӑн та, Ухсай Яккӑвӗн те, ытти ӗҫтеш ҫыравҫӑсен те пӗрре мар Шавлин самаях хивре сӑмахне илтме тивнӗ, литература анинче, паллах. Ку вакланса, чӑкрашланса хирӗлни пулман. Литература, пултарулӑх, ӑсталӑх, чӑваш ӗҫӗ уншӑн яланах сӑваплӑ та таса шутланнӑ. Хӑй те хӑйӗнчен ҫирӗп ыйтнӑ. Стихван Шавлин 30 ытла кӗнеки кун ҫути курнӑ. Пӗрремӗшӗ 1941 ҫулта тухнӑ — «Малтанхи аслати» сӑвӑсен пуххи.
Стихван Шавли (Степан Антонович Шумков) 1910 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Самар тӑрӑхӗнчи Шунтал районне кӗрекен Чулҫырма ялӗнче ҫуралнӑ.
Чухӑн пурнӑҫ ӑна мӗн ачаранах ӗҫе кӳлӗнтернӗ: ҫичӗ ҫултах ут кӗтӗвӗ пӑхнӑ, тырӑ акнӑ, вырнӑ, ҫӗр сухаланӑ, сӳреленӗ. Парта хушшине ҫавӑнпа сакӑр ҫулта ҫеҫ ларайнӑ. Нумай вӗренеймен, Атӑл тӑрӑхӗнче хӑрушӑ выҫлӑх пуҫлансан вӗсен ҫемйи Украинӑна тухса кайнӑ. 1921 ҫулта амӑшӗ тифпа чирлесе вилнӗ хыҫҫӑн вӑл виҫӗ ҫул Харьковри ача ҫуртӗнче пурӑннӑ. 1923 ҫулта тӑван ялне каялла таврӑнсан каллех нуша тӳсме тивнӗ. Хальхинче — ашшӗн ҫӗнӗ арӑмӗнчен: вӑл тӑван мар ачисене пачах пӑхман, тепӗр чухне кӳрентернӗ те. Ҫавӑнпа Степанӑн ачалӑхӗ, тӗпрен илсен, аслашшӗ килӗнче иртнӗ. Александр Федоровичпа унӑн ывӑлӗ Иван уншӑн ашшӗпе амӑшӗ вырӑнӗнчех пулнӑ.
— Степан Антонович пирӗн кил-йышра ҫитӗннӗ теме юрать, — аса илет Стихван Шавлин ашшӗн шӑллӗн хӗрӗ Л.И.Шумкова, унпа эпир Халӑх поэчӗн 100 ҫулхи юбилейне уявлама Самара тӑрӑхне кайсан паллашрӑмӑр. — Пирӗн пата вӑл тӑван мар амӑшӗ хӗненӗ хыҫҫӑн тарса килнӗ те урӑх текех килне каялла таврӑнман та. Ҫавӑнпа эпӗ ӑна питӗ лайӑх астӑватӑп. Сӑмах май, Стихван Шавлин кӗҫӗн шӑллӗ пулнӑ. Вӑл Харьковра ҫухалнӑ, ӑна усрава илнӗ пулӗ тесе калакалатчӗҫ.
Александр Федоровичпа Иван Александрович пӗчӗк Ҫтаппана, ҫулне кура мар ӑс-тӑнлӑ, ҫивӗч ӑслӑ пулнине шута илсе, вӗрентме тӑрӑшнӑ, ҫав тӗллевпех Туарма шкулне, кайран вырӑсла вӗрентӗр тесе Исаклӑна яраҫҫӗ. Каярахпа Самарти энергорабфакра виҫӗ ҫул ӑс пухнӑ хыҫҫӑн педагогика институтне те пӗтерет Стихван Шавли.
— Вӑл вӑхӑтра Степан Антонович «Стихван Шавлиех» пулайман-ха, «Шумков» хушаматпах ҫӳренӗ. Сӑвӑсем ҫырнӑ-ши — ӑна пӗлейместӗп, кӗнеке вулама юратнине пӗлетӗп, — тет Людмила Ивановна. — Тӑван килӗнче нумаях пурӑнман пулин те ҫав тери юрататчӗ ӑна, уншӑн тунсӑхлатчӗ. Чулҫырман тикӗс, хитре хирӗсем чунне ҫывӑхчӗ. Чашлама ҫӑл куҫӗ пур пирӗн кунта, ялтан аякрах мар, унта ҫӳреме юрататчӗ. Ун ҫинчен сӑвӑ та ҫырнӑ-ха вӑл. Пӗчӗк чухне лашапа уя шыв турттаратчӗ, ҫул ҫинче тӗл пулнӑ кашни ҫынна шыв ӗҫтеретчӗ. Ырӑ кӑмӑллӑччӗ. Вӗчӗрхенни те пулкаланӑ, паллах.
Степан Антонович тӑванлӑха питӗ хаклакан ҫын пулнӑ-мӗн, вӗсемпе яланах тачӑ ҫыхӑну тытса пурӑннӑ. Людмила Ивановна унӑн ҫырӑвӗсен копийӗсене (вӑл Иван Александрович патне 100 ҫыру ытла янӑ), хаҫатран касса кӑларнӑ статйисене, сӑвӑҫӑн чылай кӗнекине халӗ те тирпейлӗн упрать. Стихван Шавли хӑйӗн кашни тухнӑ кӗнекине мӗн пур тӑванне алӑ пусса парнеленӗ.
— Тӑван тӑрӑха вӑл канма ҫеҫ мар, ӗҫлеме те килетчӗ. Шкул ачисемпе, ял халӑхӗпе тӗл пулусем ирттеретчӗ. Ял пурнӑҫӗпе интересленетчӗ. Кӑҫал мӗн чухлӗ тырӑ, ҫӗр улми пуҫтарса кӗртнӗ — пӗтӗмпех ыйтса тӗпчетчӗ.
— Килсен вара ялти пирус туртакансене «Казбекпа» хӑналатчӗ. Ун чухне питӗ лайӑхскер шутланнӑ ӗнтӗ вӑл. Мускавранах туянса килнӗ пулӗ-ха ӑна хӑй, — каласа кӑтартать Б.И.Шумков. Борис Иванович — Стихван Шавлин иккӗмӗш сыпӑкри шӑллӗ, тӑван ашшӗн шӑллӗн ывӑлӗ, Людмила Ивановнӑн шӑллӗ. — Вӑл питӗ юрра-кӗвве ӑстаччӗ. Яла килсен вара эпир унпа иксӗмӗр ятарласа кӗвӗ итлеме Гордеевсем патне каяттӑмӑр. Кил хуҫи Афанасий Петрович хут купӑс ӑста калатчӗ, унӑн ашшӗ — сӗрме купӑс. Степан тете хӑй те хут купӑса ӑста калама пултаратчӗ. Уйрӑмах юратнӑ кӗвви те пурччӗ унӑн — «Коробейники». Сасси те уҫӑччӗ унӑн. Мухтавлӑ Георг Отс юрӑҫӑнни евӗрлех. Ҫемҫе баритон. Хам та эпӗ купӑс калама Степан тетене курсах вӗрентӗм.
Борис Иванович Шавлипе пӗрре ӑнсӑртран тенӗ пек Мускавра курнӑҫнине асаилет:
— 1951 ҫулта тӗп хулара чӑваш литературин кунӗсем иртрӗҫ. Союзсен ҫуртӗнче уяв пулчӗ. Ӑна сӑмах каласа Александр Фадеев уҫрӗ. Вӑл ун чухне СССР писателӗсен союзӗн председателӗччӗ. Степан Антоновича сӑмах пачӗ. Вӑл малтан чӑвашла вуларӗ сӑввине, кайран вырӑсла. Тӑхтав вӑхӑтӗнче эпӗ сцена хыҫне иртрӗм те унпа тӗл пултӑм. «Ак тамаша!» — тесе тӗлӗнсе кайрӗ вӑл. Савӑнчӗ. «Эсӗ ӑҫтан лекнӗ кунта?» — тет. Эпӗ вӑл вӑхӑтра Куйбышевра (хальхи Самара — Авт.) облаҫри вӗрентӳ пайӗнче инспекторта ӗҫлеттӗм. Мана шӑпах Мускава курссене янӑччӗ. Чӑваш литературин уявӗнче Степан тете пулатех ӗнтӗ тесе кайрӑм эпӗ.
Шумковсен ратни Чулҫырмара сумлӑ шутланать. Вӗреннӗ, аслӑ пӗлӳ илнӗ ҫынсем ку йӑхран питӗ йышлӑ тухнӑ.
— Пирӗншӗн ку тӗлӗшпе Степан тете питӗ ырӑ тӗслӗх пулнӑ. Чухӑнлӑхра ҫуралса ҫавнашкал пысӑк ҫын пулма — Чӑваш халӑх поэчӗ! — ҫирӗп тӗллев, пысӑк ӗмӗт, тӑрӑшулӑхпа ҫине тӑни кирлӗ вӗт. Эпир те ӑна кура мал ӗмӗтлӗ пулнӑ. Ӑс илме тӑрӑшнӑ, — теҫҫӗ Шавлин тӑванӗсем.
Сӑмах май кунта ҫакна палӑртса хӑвармаллах: Шавлин кӗҫӗн хӗрӗ — Ольга Степановна — биологи наукисен кандидачӗ, Чӑваш педагогика университетӗнче ӗҫлет, унӑн мӑшӑрӗ — Юрий Кругликов — Чӑваш патшалӑх университечӗн профессорӗ, вӗсен ывӑлӗ — Степан Юрьевич (ӑна кукашшӗн ятне хунӑ) — техника ӑслӑлӑхӗн докторӗ, Америкӑра магистр ятне хӳтӗленӗ, халӗ Мускаври пӗр компанире ӗҫлет. Вӑл кукашшӗн юбилейне палӑртма ятарласа Самара хулине, Чулҫырмана пынӑ.
— Халиччен пӗрре те кукаҫин тӑван ялӗнче пулса курманччӗ, мана кунта питӗ килӗшрӗ. Халӑхӗ тӗлӗнсе каймалла кӑмӑллӑ, кукаҫи ятне асра тытнӑшӑн чунтан тав тӑватӑп вӗсене. Тӑвансемпе паллашрӑм, чун каниччен калаҫрӑм. Ачалӑхра кунта пулса курманшӑн ӳкӗнӳ те ҫуралчӗ чунра. Май пулсан татах та килес кӑмӑлӑм пур. Тӑвансемпе хутшӑнса пурӑнас килет, — ырӑ, уҫӑ кӑмӑллӑскер тата ҫав тери сӑпайлӑскер хӑйӗн шухӑшӗсене пӗрре те пытарма тӑрӑшмасть Степан Юрьевич.
Шел пулин те, хулара ҫуралнӑ чылай чӑваш чӗппи, вӑл шутра хӑш-пӗр паллӑ ҫыравҫӑ ывӑл-хӗрӗ те, хӑй чӑваш пулнине пытарма тӑрӑшни, хӑйӗнчен вӑтанни палӑрать. Шавлин мӑнукӗ, сӑнӗ-пуҫӗпе, ӳт-пӗвӗпе кукашшӗне хывнӑскер, ун пекех ирӗклӗ, стайлӑ.
— Манӑн тӑван халӑх ҫинчен ытларах пӗлес килет, кукаҫине пӗлнӗ ҫын кашни маншӑн хаклӑ, — тет вӑл.
Степан Юрьевич тӑрӑшнипех, хӑйӗн укҫи-тенкипех тата Самара облаҫӗн правительстви пулӑшнипе кукашшӗн юбилейӗ тӗлне унӑн сӑввисен самай пысӑк, хулӑн хитре кӗнеки пичетленсе тухрӗ.
— Вӑй-хал, майне ҫитерсен тепӗр икӗ томне хатӗрлес шухӑш пур, — ӗмӗтленет сӑвӑҫӑн мӑнукӗ.
Паллах, Стихван Шавли шайӗнчи халӑх поэчӗсем ҫырнисене вулакан патне ҫитересси патшалӑх ӗҫӗ пулмалла. Ку — пирӗн тивӗҫ. Вӗсен сӑвви-калавӗсем — халӑхӑн ӑс-хакӑл, ӑс-тӑн мулӗ, культура пуянлӑхӗ. Вӗсем наци аталанӑвӗшӗн пӗлтерӗшлӗ.
Стихван Шавлин ячӗ юлашки тапхӑрсенче кӑшт манӑҫа тухса пыни, янрасах тӑманни унӑн ҫырнисем текех кирлӗ мар, ҫӗн йӗркелӳ хыҫҫӑнхи хаклав али витӗр тухаймасӑр иртнӗ идеологипе пӗрлех пӑрахӑҫланнӑ тенине пӗлтермест. Шел пулин те, паянхи саманара ҫирӗпленсе пыракан ҫак вӑхӑтӑн инкекне — хӑв ҫинчен ху шутламасан, сан ҫинчен никам та аса илес ҫук текен пӑтравлӑ шухӑшлава ҫеҫ кӑтартать.
Унчченсенче Шавлине те Хусанкай, Ухсайсемпе пӗрле асӑннӑ, вӑл — чӑваш литературин легенди, чылай ӑру унӑн ҫырнисемпе хавхаланса поэзи алӑкне уҫнӑ, унӑн ҫулне йӗрленӗ. Вӑл — сумлӑ ҫыравҫӑ, пысӑк ӑста. Унӑн пултарулӑхӗ чӑваш ҫыравҫисен тата темиҫе ӑрӑвне ҫитӗнтерме пултарать. Ку каллех хамӑр аталанушӑн пӗлтерӗшлӗ.
Стихван Шавли поэзийӗ тӑван чӗлхе-сӑмаха хаклакансемшӗн паянхи кун та илӗртӳллӗ пулнине поэт ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине унӑн тӑван тӑрӑхӗнче — Самарта, Шунтал районӗнчи ҫуралнӑ кӗтесӗнче ирттернӗ уявсем те тивӗҫлӗн кӑтартса пачӗҫ. Вӗсене Самар облаҫӗнче тӗпленсе пурӑнакан хамӑрӑн юнташсен Культурӑпа автономи центрӗпе Чӑваш наци конгресӗ пӗрле йӗркеленӗ. Унта Шупашкартан ятарлӑ делегаци хутшӑнчӗ: Энтип Ваҫҫи сӑвӑҫ (вӑл — Шавли ентешӗ, Хураҫырма ялӗнче ҫуралса ӳснӗ), Виталий Станьял тӗпчевҫӗ, Пӗтӗм тӗнчери юрӑ фестивалӗсен лауреачӗпе Валерий Ивановпа Чӑваш халӑх юрӑҫи Вячеслав Христофоров тата унӑн «Янра, юрӑ» ушкӑнӗ, ЧНК президенчӗ Геннадий Архипов, журналистсен ушкӑнӗ. Самар хулинчи В.Я.Литвинов ячӗллӗ культура керменне халӑх йышлӑ пуҫтарӑнчӗ. Уява ырӑ сӑмах каласа Самар хулин ертӳҫи В.А.Тархов уҫрӗ.
— Стихван Шавли юбилейӗ кунта пурӑнакан пур халӑхшӑн та пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Мӗншӗн тесен чӑвашсем — пирӗн ҫывӑх тӑвансем. Ҫавӑнпа эпир те паян сирӗнпе пӗрле савӑнатпӑр, — терӗ вӑл.
Самар мэрӗ вырӑнти чӑвашсене ҫеҫ мар, пирӗн республикӑна та аван пӗлет иккен. 2000-2001 ҫулсенче вӑл «Химпром» пӗрлешӳн тӗп директорӗнче ӗҫленӗ. Пирӗн халӑхӑн ӗҫченлӗхне, тӑрӑшулӑхне, сӑпайлӑхне ырлать.
Самар ен чӑвашӗсем чӑннипех те маттур та пултаруллӑ. Тӑван халӑхран уйрӑлса пач урӑх чӗлхе-сӑмах, культура хутлӑхӗнче пурӑнаҫҫӗ пулин те, чӑвашлӑх туйӑмне ҫухатман. Культурӑпа автономи центрӗ ертсе пынипе тӑтӑшах пӗрле пуҫтарӑнаҫҫӗ вӗсем, уявсем ирттереҫҫӗ. Стихван Шавлин юбилей каҫӗнче те вырӑнти пултару ушкӑнӗсем — «Шевле» вокалпа хореографи ансамблӗ (ертӳҫи — И.А.Голованова), «Самар ен» (ертӳҫи— Л.В.Максимова), «Хавас» (ертӳҫи — Н.А.Хараськин), Чулҫырмари А.Ф.Толстов ертсе пыракан «Чӗкеҫ» халӑх ансамблӗсем — уява чӑн-чӑн илем кӳчӗҫ. Тӑван чӗлхе-сӑмаха, юрра-кӗвве, тӑван халӑха чунтан юратса чӑваш сывлӑшӗпе кӑкӑр туллин сывлас ӗмӗчӗ хӗтӗртнипех 1939 ҫулта ҫуралнӑ кӗтесӗнчен 300 ытла ҫухрӑмри Шупашкара яланлӑха куҫса килсе тӗпленнӗ Самар чӑвашӗ ҫак хаваслӑха, ентешӗсем чӑваш ӗмӗрне тивӗҫлӗн тӑсса пынине курса, ахӑртнех, питӗ кӑмӑллӑ пулнӑ пулӗччӗ-тӗр. Ҫакнах аса илтерсе тӑчӗ пек мухтавлӑ сӑвӑҫӑмӑрӑн сцена ҫинчи сӑн ӳкерчӗкӗ.
Уяв тепӗр кун Стихван Шавлин тӑван ялӗнче малалла тӑсӑлчӗ. Ҫӑкӑр-тӑварпа, кӑпӑклӑ сӑрапа, юрӑ-кӗвӗпе кӗтсе илчӗҫ Чулҫырмасем хӑнасене. Ялти шкулта Степан Антоновичӑн асӑну хӑмине уҫрӗҫ. Ял клубӗнче савӑнӑҫлӑ пуху иртрӗ.
— Асӑну хӑми валли мӗншӗн шӑпах ҫак вырӑна суйланӑ-ха? — ыйтрӑмӑр ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗнчен Р.Х.Зулкарнеевран.
— Ачасем мӗн пӗчӗкренех хӑйсен мухтавлӑ ентешне пӗлсе ӳсчӗр. Поэт вӗсемшӗн тӗслӗх вырӑнӗнче пултӑр, — пулчӗ унӑн хуравӗ.
Чулҫырма шкулӗнчен, шел пулин те, Стихван Шавли пек талантлӑ чӑваш ҫыравҫисем тухасса текех шанма хӗн пулать пулӗ, мӗншӗн тесен кунти ачасене тӑван чӗлхене вӗренме кӑткӑсрах, ятарлӑ уроксем ҫук, факультатив пекки ҫеҫ. Сӑмахласса та вӗсем хӑйсен хушшинче вырӑсла калаҫаҫҫӗ. Ҫапах та вӗсем пирки чӑвашлӑхран писнӗ, ютшӑннӑ теме ҫук: чӑваш йӑхӗнчен пулнине пытармаҫҫӗ, ашшӗ-амӑш чӗлхиллӗ юрӑсене (вӑл шутра хальхи чӑваш эстрадине те) кӑмӑлласах итлеҫҫӗ. Хӑйсен ятарлӑ «Шӑнкӑрав» фольклор ушкӑнӗ те пур. Ҫав тери хитре шӑрантараҫҫӗ вӗсем хӑйсен тӑрӑхӗн юррисене. Питӗ кӑмӑллӑ итлеме.
— Ачасенчен нумайӑшӗ чӑвашла ӑнланмасть ҫав. Юрӑ вӗрентнӗ чухне те малтан вырӑсла куҫарса ӑнлантар-ма тивет, — ассӑнрах сывласа илет Е.Н.Михайлова музыка учителӗ. — Хамӑрӑн мухтавлӑ ентеше асӑнса 52 тӗп йывӑҫ лартнӑччӗ, ниепле те упраса хӑвараймастпӑр-ха. Парк чӗртес кӑмӑлсем пур.
Чулҫырма ялӗ пысӑках мар, тӗлӗнмелле илемлӗ вырӑнта ларать. Уй-хирӗ ҫатма пек тип-тикӗс. Ку тӑрӑхра вӑрмансем ҫукрах, ҫавӑнпа куҫ тулли анлӑх, уҫлӑх. Ялти ҫуртсем кирпӗчрен купаланисем те самаях, ӗлӗкхи пек тӑмпа сӗрсе тунисем те курӑнкалаҫҫӗ. Ҫавӑнпа кунта тӗл-тӗл аваллӑх сӗмӗ сыхланса юлнӑ теме пулать-ха. Унашкал ҫуртсенче хальхи вӑхӑтра ытларах пӗччен тӑрса юлнӑ ватӑсем пурӑнаҫҫӗ. Тӗрӗссипе, Пушкӑрт, Самар тӑрӑхӗсенче ҫак тӑм ҫуртсем халӑхӗ нишлӗ пурӑннине те пӗлтермеҫҫӗ. Ҫурт лартма вӑрманӗсем хӗсӗкрех, хыр пач курӑнмасть тесен те юрать. Ҫавӑнпа ҫуртсене ӑвӑс йывӑҫӗнчен пуралаҫҫӗ, ҫӗнӗллех тӑмпа сӗрсе лартсан вӑл ӑшӑ та тытать, ӗмӗрӗ те вӑрӑмрах пулать. Ҫӗн йӗркелӳ тапхӑрӗ Чулҫырмана пирӗн ялсенчен чылай ытларах силлесе хӑварнӑ пек туйӑнать. Нишпӗлетнӗ. Кунта ҫынсем ӗҫ вырӑнӗ ҫуккипе аптраҫҫӗ, ҫавӑнпа ҫамрӑксене ял тытса тӑраймасть.
Стихван Шавли ҫуралса ӳснӗ ҫурт сыхланса юлман, саман кирпӗчрен купаланӑ ампар пекки ҫеҫ ларать кунта. Вӑл вырӑнта паян пачах урӑх ҫынсем тӗпленнӗ. Ҫапах та ялта поэтӑн ҫывӑх тӑванӗсем пурӑнни савӑнтарать-ха. Икӗ сыпӑкри шӑллӗсемпе йӑмӑкӗсем (ашшӗ енчен) ҫак тӑрӑхрах пурӑнаҫҫӗ, унӑн ятне, ҫутӑ сӑнарне асра тытаҫҫӗ.
— Ман пахчара вӑл лартнӑ улмуҫҫи паян та чӗрӗ-сывӑ ларать. Ытти йывӑҫ шӑнса пӗтрӗ, вӑл ҫеҫ сыхланса юлчӗ. Кашни ҫул илемлӗ те тутлӑ ҫимӗҫпе савӑнтарать. — Пире хӑнана чӗнет Людмила Ивановна Шумкова. — Степан Антонович пирӗн патӑмӑра юлашки хут 1975 ҫулхи кӗркунне килсе кайрӗ. Ӳпке чирӗпе чирлетчӗ ун чухне. «Умра ӳсекен хырсен сывлӑшӗпе сывлам-ха», — тенине, тӑван тавралӑха куҫ илмесӗр тӗсенисене паянхи пек астӑватӑп. Ахӑртнех, юпашки хут иккенне чунӗ сиснӗ ӗнтӗ, — терӗ те Людмила Ивановна куҫҫульне шӑлса илчӗ.
Стихван Шавлине тӑван тӑрӑхӗнче хисеплеҫҫӗ, унпа мухтанаҫҫӗ. Ҫапах та Чулҫырмара хальлӗхе ун ячӗпе музей уҫайман-ха. Ҫак ыйту ҫыравҫӑсемпе тӗпчевҫӗсене те самай калаҫтарчӗ. Пӗтӗм вӑя, мӗн пуррине пухса шкулта малтанлӑха кӗтесне йӗркелесси, поэт ҫуралса ӳснӗ урама, вӗреннӗ чухне ыттисемпе пӗрле лартнӑ хурӑнсем ӳсекен вырӑна унӑн ятне парса чыс тӑвассине сӳтсе яврӗҫ. Тепӗр чухне ларса канма унта саксем вырнаҫтарма пулать. Тен, каярах парк е аллея пулса кайӗ.
— Халӑх поэчӗн пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе, вӑл ҫуралса ӳснӗ тӑрӑхпа паллашма май паракан брошюра кӑларсан аван пулӗччӗ, май килтерсе, паллах, музейне уҫмаллах, — хӑйӗн шухӑшне пӗлтерчӗ В.П.Станьял.
Чӑвашлӑха хаклакансем, уйрӑмах шкул ачисем, кайса курса ҫӳремелли сӑваплӑ вырӑнсем пирӗн ҫук мар: Канаш районӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ялӗ, Патӑрьел тӑрӑхӗнчи Аслӑ Арапуҫ масарӗнче Митта Ваҫлейӗн, Ҫӗньялта Г.Айхи вил тӑприсем, Пушкӑрт Республикинчи Слакпуҫ (К.В.Ивановпа Ухсай Яковӗн тӑван ялӗ), Тутарстанра харӑсах темиҫе вырӑн — И.Я.Яковлевӑн Кӑнна Кушкийӗ, П.Хусанкайӑн Сиктӗрми, Тӑхӑрьял таврашӗ, Чӗмпӗр хулинче И.Я.Яковлевӑн чӑваш шкулӗ, А.Г.Николаев космонавтӑн Шуршӑлӗ... Тата та асӑнма пулать. Чӑвашсем йышпа пурӑнакан Самар облаҫӗнче те ҫавнашкал хаклӑ вырӑнсем пулмаллах. Вӗсенчен пӗри — Стихван Шавлин Чулҫырми тата ҫак ялпа юнашарах куҫ пек таса Чашлама ҫӑл куҫӗ. Ку ҫӗре-шыва ҫитсе курнӑ май Чулҫырмаран аякрах та мар Хураҫырма ялне те кӗрсе тухма, унти ҫӑп куҫӗн сиплӗ шывне те тутанса пӑхма пулать. Кунта тепӗр паллӑ чӑваш сӑвӑҫи Энтип Ваҫҫи ҫуралса ӳснӗ.
— Пирӗн яла Стихван Шавли Петӗр Хусанкайпа пӗрле килнине астӑватӑп, — аса илет Энтип Ваҫҫи. — Вӑтаннӑран тӗл пулӑва каймарӑм. Пирӗн шкулта Микул Капендарев вӗренетчӗ. Вӑл поэта тӑван лекетчӗ. Унран Степан Антоновичӑн адресне ыйтрӑм та ҫыру ҫыртӑм, сӑвӑсене ярса патӑм. Вӑл мана: «Санӑн Шупашкара килмелле. Малтанлӑха чул катса-ватса та пурӑнӑпӑр, кайран курӑнӗ», — тесе хуравларӗ. Укҫа пуҫтаркаласа Ульяновска ҫитрӗм. Шупашкара ҫуран килмелле пулчӗ. Ҫул ҫинче уйӑх иртрӗ. Пулӑҫсене, хӑма турттаракансене пулӑшаттӑм. Пӗр карчӑкпа старике тислӗк те тасатса патӑм. Ҫакӑншӑн кӑшт тӳлетчӗҫ. Ҫапла Стихван Шавлин хваттерне ҫитрӗм. Икӗ эрне ӗҫ шырарӑмӑр, хура ӗҫе вырнаҫрӑм, сӑвӑсем ҫыраттӑм. Ман пирки Степан Антонович «Ҫын малалла утать» ятлӑ очерк та пичетлерӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн хавхаланса малалла ӗҫлерӗм. Манӑн ӳсӗмри сӑвӑҫсенчен ытларах Юрий Айташпа Николай Теветкеле мухтатчӗ, пирӗн хута кӗретчӗ. Стихван Шавлипе Петӗр Хусанкая курман пулсан Шупашкара та килместӗмччӗ. Тен, поэзи хӗлхемӗ те малалла тӗлкӗшместчӗ.
В.П.Станьял тӗпчевҫӗ асаилнинчен:
— Чӑваш тӗнчин никӗсне хывса хӑварнӑ классиксем чылай. Стихван Шавли вӗсен шайӗнче. Хӑй вӑхӑтӗнче эпӗ «Коммунизм ялавӗ» хаҫатра ӗҫлерӗм. Стихван Шавли яланах пырса ҫӳретчӗ. Улӑп пек ҫӳллӗскер, кӗрнеклӗччӗ вӑл. Пӳлӗме кӗрсенех тӳрех ӗҫ ҫинчен калаҫатчӗ. Хӑшӗ-пӗри пек вӗҫкӗнленместчӗ, «ҫӳлтен» те пӑхман. Ҫамрӑксене хисеплесе тӳррӗн калаҫатчӗ.
О.С.Кругликова, сӑвӑҫӑн кӗҫӗн хӗрӗ:
— Атте пӗр вӗҫӗмсӗр тенӗ пек хӑйӗн ӗҫ пӳлӗмӗнче тӑрӑшатчӗ. Килте питӗ лӑпкӑччӗ. Аннешӗн чи кӑмӑллӑ мӑшӑр, пирӗншӗн чи лайӑх атте пулнӑ вӑл. Ҫемьере эпир икӗ хӗр ҫитӗннӗ. Шел, Лида йӑмӑкӑм та, анне те атте пекех ҫӗре вӑхӑтсӑр кӗчӗҫ. Аттен ҫутӑ сӑнарӗ яланах чӗремре упранӗ.
— Кукаҫие питӗ лайӑх астӑватӑп эпӗ, — каласа кӑтартать поэтӑн аслӑ мӑнукӗ Н.Ю.Кругликов. — Эпӗ ҫуралнишӗн хавхаланса сӑвӑсем ҫырнине те пӗлетӗп. Ҫӳллӗ те кӗрнеклӗскер Сергей Михалковӑн «Ҫтаппан пичче» хайлавӗнчи сӑнар пекех туйӑнатчӗ. Шупашкарти Карл Маркс урамӗпе уҫӑлса ҫӳреттӗмӗр, паркри сак ҫинче калаҫса лараттӑмӑр. Вӑл сӑвӑ вулатчӗ. Тӑвайккинчен ҫунашкапа та ярӑннӑ. Кукамайпа кукаҫин портречӗ килте ҫакӑнса тӑрать. Ачамсем вӗсен мӑн кукашшӗ кам иккенне пӗлеҫҫӗ, ман пекех унпа мухтанаҫҫӗ пулӗ тетӗп.
Вӗсем: Хусанкай-и, Ухсай-и, Стихван Шавлипе Митта Ваҫлейӗ-и (Иванов, Ҫеҫпӗл, Элкер ячӗсене асӑнмӑпӑр та) — пурте чӑваш чунӗшӗн, чӑваш чунӗ валли ӗҫленӗ, унӑн ӗмӗрне тӑсассишӗн шурӑ хута йӗрленӗ, пире валли ӑс-хакӑл, ӑс-тӑн мулӗ-пурлӑхӗ тунӑ, хӑйсем хыҫҫӑн пуян эткер хӑварнӑ. Халӑх валли ырӑпа тунӑ ӗҫ яланах сӑваплӑ пулнӑ. Вӗсем халӑх пархатарне курма тивӗҫ. Стихван Шавли те пирӗн тӗлте ан шӑплантӑр, ӗмӗр шавлатӑр.



 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2010-12-17 14:28:25 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 5738 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем